«РусГидро» АУО уйрӑмӗ шутланакан Шупашкар ГЭСӗнче 13 тата 14 номерлӗ гидроагрегатсене ҫӗнетме пуҫланӑ.
Оборудование улӑштарассине 2011 ҫулта палӑртнӑ техника ҫӗнетӗвӗ тата юсавӗн программипе килӗшӳллӗн пуҫланӑ. 27 ҫул ӗҫленӗ агрегатсене ҫӗннипе, Швейцаринчи АВВ кӑларнӑ «Unitrol 6800» системӑпа улӑштарӗҫ.
Тӑвӑмпа техника хӗсмечӗн технологиллӗ управлени ушкӑнӗн ертӳҫи Алексей Русинов пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнетӳсем оборудованин шанчӑклӑхӗпе хӑрушлӑхсӑрлӑхне ӳстерме май парӗ, тата ӑна малашне тытса-пӑхса тарас ӗҫ те ҫӗмӑлланма тивӗҫ.
ҪУР | 05 |
Паянхи кун тӗлне республикӑри шкулсенчен 73% ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне кӗтсе илме хатӗр. Кун пирки Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви сайчӗ пӗлтерет. Ҫӗнӗ Шупашкарти учрежденисем 100 проценчӗпех хатӗр. Вӗсенчен Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Елчӗк районӗнчи шкулсем юлмаҫҫӗ — унта та 100% кӑтартупа танлашнӑ. Куславкка (92,5%), Ҫӗмӗрле (90%), Тӑвай (90%), Элӗк (85%), Сӗнтӗрвӑрри (85%) тата Патӑрьел районӗсенчи (85%) шкулсене те хатӗрлесе ҫитернипе пӗрех.
Ытти вӗренӳ учрежденийӗсене пӑхас пулсан муниципаллӑ комиссисем 196 шкул умӗнхи пӗлӳ паракан (49%) учреждение, 35 (59%) ачасене хушма пӗлӳ паракан учреждение, республика шайӗнчи 10 (59%) пуҫламӑш тата 2 (40%) вӑтам професилле пӗлӳ паракан учреждение йышӑннӑ.
Пӗлме: Чӑваш Енре пӗтӗмешле шутласан пурӗ 439 шкул умӗнхи пӗлӳ паракан учреждени, 501 ахаль шкул, 11 каҫхи шкул.
XVII ӗмӗрти Степан Разин утаман ертсе пынӑ хресченсен вӑрҫинче феодалсене хирӗҫ кӗрешме ҫӗкленнӗ халӑхӑн ҫар пуҫӗсенчен пӗри — хӑюллӑ чӑваш Искей Пайтулӗ пулнӑ.
Тӗрӗссипе: халӑх хӑй суйланӑ ҫавӑн пек пултаруллӑ ҫынсене. Авалхи хресчен ывӑлӗ Пайтул хӑйӗн ытларах чӑвашсенчен тӑракан пысӑк полкӗпе патша ҫарӗсемпе вирлӗн ҫапӑҫнӑ, ҫав шутра чӑваш ҫӗршывне пусмӑртан хӑтарас ҫӗрте чапа тухнӑ. Анчах та 1671 ҫул пуҫламӑшӗнче, Мӑн Ҫавал шывӗ Атӑла юхса кӗнӗ вырӑнта, тан мар ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Ӑна хальхи Шупашкар районне кӗрекен Шӑмӑш ял тӑрӑхне кӗрекен Чиканкасси ҫывӑхӗнчи сӑртра пытарнӑ. Халӗ вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хулипе пӗрлешнӗ. Ҫапла вара Пайтул Искеев полковник халӑх паттӑрӗ пулса юлнӑ. Ҫак историлле пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм.
Эпир, Красноармейски районӗнче пурӑнакансем, Пайтул ячӗпе пуринчен те ытларах мухтанма пултаратпӑр.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутачӗсен 5-мӗш пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ — унта Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗн вырӑнне Александр Сироткина лартма йышӑннӑ.
Сироткин Александр Васильевич 1964 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ — «Автоматикӑпа телемеханика» ӑсталӑха алла илнӗ. 1982 ҫултанпа «Химпром» пӗрлешӳре вӑй хунӑ — малтан 127№ цехра слесарь пулса ӗҫленӗ, кайран, аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн — инженер вырӑнӗнче. 1995-2997 ҫулсенче «Химпром» АУО-н пурлӑх тытӑмӗн уйрӑмӗнчи приватизаци бюровӗн начальникӗ, 1997-1999 ҫулсенче ҫак пӗрлешӳрех социаллӑ программӑсен, льготӑсен тата персонал тытӑмӗн услугисен пайӗн начальникӗ вырӑнӗнче. 1999 ҫултанпа Чӑваш Республикин Ҫӗнӗ Шупашкар хулин техника инвентаризацийӗн муниципиаллӑ унитарлӑ предприятийӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ. 2001 ҫулта ӑна строительство, ҫул-йӗр тата комуналлӑ хуҫалӑх министерстви Хисеплӗ грамотӑпа чысланӑ.
Халӗ ӗнтӗ, утӑн 4-мӗшӗнчен пуҫласа, вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулӗ.
Асилтеретпӗр, пуҫлӑх пуканӗ, ҫу уйӑхӗнче пушаннӑччӗ — Тимофеев Владимир Григорьевич вӑл вырӑна хӑй ирӗкӗпе хӑварнӑччӗ.
Паян химиксемпе гидроэлектростанци ӗҫченӗсен хулин депутачӗсен Пухӑвӗн вунпӗрмӗш ларӑвӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарӑн 2010 ҫулхи хула бюджетне мӗнле пурнӑҫланине тишкернипе, 2011 ҫулхи бюджета улшӑнусемпе хушӑмсем кӗртнипе тата социаллӑ ытти ыйту сӳтсе явнипе пӗрлех хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Владимир Тимофеевӑн тивӗҫӗсене вӑхӑт ҫитмесӗрех чарса лартассине тата унӑн вырӑнне ҫӗнӗ пуҫлӑх суйлама конкурс ирттерессине йышӑнчӗҫ.
Ку — хула администрацийӗн пуҫлӑхӗсен йышӗнчи кӑҫалхи иккӗмӗш «ҫухату». Унччен республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Емельянов хӑй ирӗкӗпе должноҫран кайнӑччӗ. Владимир Георгиевичӑн ӗҫрен кайнин сӑлтавӗ уҫӑмлӑ мар. Вӑл ҫулталӑк каялла кӑна мэр лавне кӳлӗннӗ.
Акан 27-мӗшпе 29-мӗшӗсенче «Чӑваш Ен вӗрентекенӗ — 2011» ӑмӑрту иртӗ, унта чи пултаруллӑ вӗрентевҫӗне суйлӗҫ.
Ку иккӗмӗш тапхӑр пулӗ. Малараххинче вӗрентекенсем хӑйсен райнӗсемпе хулисенче тупӑшнӑ, халӗ вара пӗрремӗш тапхӑрта мала тухнӑ кашни 5 учитель маттурлӑхӗпе пултарулӑхне республика шайӗнче кӑтартма тӑрӑшӗ.
Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем — Вӗрентӳ министерстви, Чӑваш Республикин вӗрентекенӗсен ассоциацийӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, тата ыттисем.
Конкурса 1992 ҫулта йӗркеленӗ. Чи малтан ҫӗнтерӳҫӗ ятне Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-меш шкулта историне вӗрентекен Владимир Александрович Яранцев тивӗҫнӗ. Пӗлтӗрхи, 19 хут иртнӗ ӑмӑртура, Ҫӗмӗрлери 8-мӗш шкулта историе ӑса хывакан Петр Галанюк мала тухнӑ.
2011 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче наци культурин «Туслӑх хӗлхемӗ» республика фестивалӗ иртрӗ.
Фестивалӗн тӗллевӗ шкул ачисене чӑвашлӑх тӗнчине кӗртесси, чи пултаруллисене, чи тав́ҫӑруллисене палӑртасси пулчӗ.
Конкурса 59 ача хутшӑнчӗ. Вӗсем номинацие кура 3 ушкӑна уйрӑлчӗҫ.
Пӗрремӗш ушкӑнра чӑваш шкулӗнче вӗренекенсем тупӑшрӗҫ, вӗсем «Чӑвашлӑх тӗнчи» номинацире мультимеди презентацийӗсем кӑтартрӗҫ. Презентацире 3 тема пулчӗ: «Ухсай Яккӑвӗ калӑпланӑ ҫын тата ҫут ҫанталӑк сӑнарӗсем», «Юхма Мишши — ача-пӑча ҫыравҫи», «Чӑваш Енӗн тӗнче уҫлӑхне тухнӑ каччисем».
Иккӗмӗш ушкӑн «Ҫӑлтӑрчӑк» номинацире тупӑшрӗ. Кунта вырӑс шкулӗнче вӗренекенсем пулчӗҫ. Вӗсем 5 станци иртрӗҫ: «Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи», «Илемлӗх тӗнчи», «Шахвӑрту сӑмах пуххи», «Чӑваш ҫӗр-шывӗн паллӑ ҫыннисем», «Пирӗн пултарулӑх».
Виҫҫӗмӗш ушкӑна «Шевле» номинаци пӗрлештерчӗ. «Шевле» конкурса Раҫҫей космонавтикин ҫулталӑкне халалланӑ. Вӑл «Инҫетри планетӑсен тусанлӑ сукмакӗсем ҫинче юлӗҫ пирӗн йӗрсем…» девизпа иртрӗ. «Шевлеҫӗсем» ӳкерчӗк ӳкерессипе тупӑшрӗҫ.
«Чӑвашлӑх тӗнчи» номинацире мала тухнисем:
1-мӗш вырӑн — Анисова Анна (Етӗрне районӗ, Палтай шкулӗ),
2-мӗш вырӑн — Миронова Людмила (Комсомольски районӗ, Хирти Мӑнтӑр шкулӗ),
2-мӗш вырӑн — Павлов Евгений (Элӗк районӗ, Юнтапа шкулӗ),
3-мӗш вырӑн — Зеленкова Анна (Патӑрьел районӗ, Турхан шкулӗ),
3-мӗш вырӑн — Соснова Валентина (Йӗпреҫ районӗ, Кӗлӗмкасси шкулӗ),
3-мӗш вырӑн — Смаева Ксения (Шӑмӑршӑ районӗ, Васан шкулӗ).
Нумай пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ «Ӑслӑлӑх. Пултарулӑх. Аталану» («Наука. Творчество. Развитие») ҫамрӑксемпе шкул ачисен пултарулӑхӗн уҫӑ конференци-фестивалӗнчен Хӗрлӗ Чутайри шкулта 5Б класра вӗренекен Татьяна Мурайкина ҫӗнтерӳҫӗ ятпа таврӑннӑ. Унта пӗрле ҫак ӑмӑртӑва Константин Филиппов, Анна Ейкова тата Михаил Еремеев кайнӑччӗ. Татьянӑн «Шывӑн пирӗн пурнӑҫри вырӑнӗ» («Вода в нашей жизни») ӗҫӗ виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Каласа хӑвармалла — фестивале пирӗн республикӑри ачасемсӗр пуҫне Чулхула облаҫӗнчи, тата ҫавӑн пекех Мари Элпе Тутарстан республикинчи ачасем хутшӑннӑ.
Малти вырӑна тухнӑ ятпа Татьянӑна эпир те саламлатпӑр, вӗренӳре ӑнӑҫу сунатпӑр!
Раштавӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш филилогийӗпе культура факультетӗнче, 20 ҫул тултарнӑ ятпа, тӗрлӗрен мероприятисем иртрӗҫ. Вӗсен хушшинче сӑвӑ калакансен конкурс та иртрӗ. Университета 1-4 класра вӗренекенсем тӗрлӗ районсенчен пуҫтарӑнчӗҫ. Муркаш, Патӑрьел, Комсомольски, Элӗк районӗсенчен килнӗ маттурсем ытларах савӑнтарчӗҫ пире. Патӑрьел районӗнчен килнӗ Шурякова Екатерина тата Муркаш районӗнчи Прохорова Анастасия пире «Нарспи» сыпӑкне питех те хитре каласа кӑтартрӗҫ. Ачасен юратнӑ поэчӗсем К. Иванов, П. Хусанкай, В. Митта, А. Кӑлкан пулнине куртӑмӑр. Кашни ачах хӑйне май талантлӑ.
Сӑвӑ вуланине сумлӑ жюри хакларӗ: Раиса Сарпи, Альбина Юрату поэтсем, В.
Паянхи шӑматкунхи сивӗ кун, раштавӑн 18-мӗшӗнче, Шупашкарти вӗренӳ иститутӗнче пирӗн Chuvash.Org пӗрлӗхпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӑмӑр. Хаваслӑ мероприяти 11 сехетре пуҫланчӗ.
Пухӑннисем умӗнче Николай Плотников (Chuvash.Org-ӑн тӗп администраторӗ), Владимир Андреев (Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи), Юрий Виноградов (вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ), Надежда Григорьевна Иванова (вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ) тухса калаҫрӗҫ, мала тухнӑ шкул ачисемпе вӗрентекенсене хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Пӗрремӗш вырӑна тухнисене 60х40 виҫеллӗ карттин, 2-мӗш вырӑна тухнисене 40х30 виҫеллӗ карттин, 3-мӗш вырӑна тухнисене 30х20 виҫеллӗ карттин лекрӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене пурне те дипломсем тата нумай пулмасть пичетленсе тухнӑ «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекесем парнелерӗҫ.
Мероприятие Ҫӗнӗ Шупашкарти 16-мӗш шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературӑна вӗрентекен Вера Никонорова ертсе пычӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |